Ева Лисинан «Лопоухий Илюк» («Хупах хӑлха Илюк») кӗнекине тепӗр хутчен пичетлесе кӑларнӑ.
Телеграмри «Земляки|Ентешсем» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш хут вӑл Ильгиз Каримов куҫарӑвӗпе 1986 ҫулта вырӑсла вулакан патне ҫитнӗ. Чӑваш кӗнеке издательстви хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӑларӑма автор куҫарнӑ тепӗр хайлав та кӗнӗ.
«Хупах хӑлха Илюк» юмахла повеҫе Ева Лисина ҫур ӗмӗр каялла ҫырнӑ.
Ева Лисина — чӑваш ача-пӑча ҫыравҫи, Библи куҫаруҫи. Вӑл 1939 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Именкасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи тӗп пульницӑра пушар тухнӑ.
Специалистсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар сӑлтавӗ — массаж пӳлӗмӗнчи стена ҫине ҫакмалли ӑшӑтмалли хатӗр юсавсӑр пулнинче.
Вут-ҫулӑм ҫынсене шар кӑтартман. Ӑшӑтмалли хатӗр ҫунса кайнӑ тата массаж пӳлӗмӗнчи 1 тӑваткал метр лаптӑк сиенленнӗ.
Пушар тухнӑ вырӑнтан пациентсене тепӗр уйрӑма куҫарнӑ.
Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын амӑшне хӗнесе вӗлернӗ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн вырӑнти тӗпчевҫисем Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӗпчесе пӗтернӗ.
Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи каҫхине ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ амӑшӗпе вӑл верандӑра хирӗҫме тытӑннӑ. Ӑна малтан тӗксе янӑ, лешӗ персе ансан пуҫӗнчен хытӑ япалапа хӗнесе пӗтернӗ. Пуҫне суранлатнӑ ватӑ ҫын вилсе кайнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн суда ярса панӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енри тепӗр темиҫе яла интернет кӗртсе парӗҫ. Ялӗсене вара нумаях пулмасть, кӗркунне, сасӑлав мелӗпе палӑртнӑ.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, кӑҫал чи малтан ҫак ялсене интернет кӗртсе парӗҫ: Патӑрьел районӗнчи Упамса ялне, Елчӗк районӗнчи Шӑмалака, Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӗренер ялне тата Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫлине.
Кӑҫал пӗтӗмпе 1800 яла иртернетпа тивӗҫтерӗҫ.
Чӑваш тӗррин музейӗн заведующине Надежда Сильвестровӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Надежда Сильвестровӑна эпир чӑваш сӑвӑҫи евӗр те пӗлетпӗр. Вӑл 1971 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1993-1994 ҫулсенче Хусанта тухса тӑракан «Сувар» чӑваш хаҫатӗнче корреспондентра, каярахпа Шупашкарта «Сурпан» курав залӗнче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Чӑваш наци музейӗн Чӑваш тӗррин музейӗнче тӑрӑшать.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята паян Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин (техникумӗн) преподавательне Галина Смирнова та тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
«Станислав Садальский — пирӗн ентеш. Эсир ҫавна пӗлнӗ-и?» — хыпарланӑ «Ентешсем I Земляки» телеканалта.
Станислав Садальский «Раҫҫей 2» телеканалпа кӑтартакан Андей Малаховӑн «Привет, Андрей!» кӑларӑмне хутшӑннӑ, хайӗн ялти пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Садальский ӳкерӗннӗ телекӑларӑм ыран, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 17 сехетре эфира тухӗ.
Садальский «Контактра» ҫапларах ҫырса хунӑ: «Чӑваш халӑх артисчӗн ӗмӗчӗ тинех ҫитрӗ! Пӗлменнисем валли... эпӗ Чӑваш Республикинчи Патӑрьел районӗнчен».
Асӑннӑ телекӑларӑма пирӗн тепӗр ентешӗмӗр Ирина Шоркина та хутшӑннӑ.
Республикӑра асар-писер ҫанталӑка пула 8 пин ытла ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӗнер 42 ял-салара электричество сӳннӗ. Хӑш-пӗр ялта пӗр пайӗ кӑна ҫутӑсӑр юлнӑ.
Инеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 9 района пырса тивнӗ: Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Муркаш, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле районӗсем. Ӗнер каҫхине электричествӑна 35 бригада юсанӑ.
Паянхи кун тӗлне 90 ял ҫутӑсар юлнӑ. Вӗсенче 26 пин ҫын пурӑнать.
Синоптиксем ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пуррине пӗлтернӗ. Паян кӑнтӑр районӗсенче ҫумӑр ҫунӑ.
Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчиСӑкӑтри культура ҫуртӗнче «Чӳклеме» — тыр-пул уявӗ» иртнӗ.
Чӑваш Республикин культура тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юлия Мареева «Контактра» пӗтернӗ тӑрӑх, ҫакӑн пек уявсем чӑваш халӑх вӗрентӗвӗн иксӗлми пуянлӑхне упраса, чӑвашсен авалхи чапне ҫӗнетсе ҫирӗплетме май параҫҫӗ.
«Мӑн асатте-асаннесем ҫутҫанталӑкпа килӗшӳре пурӑнни, вӗсем пурнӑҫри кашни пулӑмах ҫӳлти хӑватсем йӗркелесе пынине ӗненни тата йывӑр ӗҫпе пиҫӗхсе ывӑннине те ял-йышпа пуҫтарӑнса уявсенче кӑмӑл туличчен ташласа, юрласа, вӑйӑсенче савӑнса ирттернӗ, ырӑ та тулӑх пурнӑҫа шаннӑ», — палӑртса хӑварнӑ журналист.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, чӑваш ҫыравҫи, публицист, Раҫҫейри писательсен союзӗн членӗ, Раҫҫейри пултарулӑх ӗҫченӗсен союзӗн членӗ Людмила Сачкова 65 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт шкулта ӗҫленӗ. Унтан «Коммунизм ялавӗ», «Хыпар» хаҫатсенче, «Пике» журналта, Чӑвашрадиора тата ытти ҫӗрте вӑй хунӑ.
Людмила Сачкова пьесисемпе Чӑваш театрӗсем спектакльсем сцена ҫине кӑларнӑ.
Паян Патӑрьел районӗнчи полицейскисем пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн ҫулсене тасатма пулӑшнӑ.
Пӑрлӑ ҫумӑр ҫунипе тата ҫил вӑйлӑ вӗрнипе "Шӑмӑршӑ - Суйкӑн - Алтышево" ҫул ҫинче йывӑҫем, туратсем ӳкнӗ, машинӑсене ҫӳреме чӑрмантарнӑ.
Патӑрьел районӗн полицейскийӗсем бензопӑчкӑ тытнӑ та ӗҫе пуҫӑннӑ. Ҫапла вӗсем ҫак ҫулпа ҫӳрекен водительсем валли ҫула тасатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |